Етӗрне районӗнче — ҫӗнӗ прокурор. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Генпрокурорӗ кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, малашне ку должноҫе юстицин аслӑ советникӗ Фуражников Юрий Алексеевич йышӑнать. Вӑл 55 ҫулта.
Юрий Алексеевич Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Етӗрне районне куҫариччен вӑл Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсен прокурорӗ пулнӑ.
Юрий Фуражников ҫемьеллӗ, унӑн икӗ ача пур.
Николай Федоров Чӑваш Ен президенчӗ пулнӑ чухне аппаратра ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Карели Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
Владимир Тимофеев Шупашкарта ҫуралнӑ, кунтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫултанпа вӑл Шупкшарти тӗрлӗ коммерци организацийӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2009 ҫулта ЧР президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ.
РФ Ял хуҫалӑх министерствине Николай Федоров ертсе пынӑ чухне унта вӑй хунӑ, кайран коммерци ӗҫне кӳлӗннӗ.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вакансисен ярмӑркки иртнӗ. Унта республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем хӑйсем валли шурӑ халатлисене суйланӑ.
Ваканси ярмӑрккине 40 ытла медицина организацийӗ хутшӑннӑ. Вӗсем кӑҫал аслӑ шкул вӗренсе пӗтерекенсемпе, интернсемпе тата ординаторсемпе — пурӗ 300 ытла ҫамрӑкпа — тӗл пулнӑ.
Ваканси ярмӑрккине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ тата ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова хутшӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноҫсемпе кӑҫал ЧПУн медицина факультетӗнчен 538 ҫамрӑк вӗренсе тухать. Унсӑр пуҫне — 8 специальноҫпа 136 интерн тата 18 специальноҫпа 127 ординатор.
Шупашкарти гайд-парка Мӑнкунта ҫӑмарта илсе пынӑ тата валеҫнӗ хӗрарӑма суд штрафланӑ. Ҫӑмарта тытса сӑн ӳкерӗннӗ арҫынсене вара айӑпламан.
Аса илтерер, ҫав ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ, кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑннӑ. (Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш). Йышра Елена (Алена) Блинова ятлӑ хӗрарӑм та пулнӑ. Митинга хутшӑннӑ тесе маларах ӑна ача пахчинчи ӗҫрен кӑларса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Мӑнкунта хӗрарӑм ҫӑмартана ҫынсене валеҫнӗ-мӗн. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд гайд-парка шӑпах Блинова ҫӑмарта илсе пынине, ун ҫине «Свободу Мальцеву» тесе вӑлах ҫырса хунине шута илнӗ-мӗн.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче тӗп тухтӑрсем юлашки ҫур ҫулта виҫӗ хутчен ылмашни пирки «Ҫыхӑнура» форумра ӗнер пӗлтернӗ.
Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи 97 пин ҫынна пӑхса тӑракан пульницӑра 2100 ҫын ытла ӗҫлет. Халӗ сиплев учрежденине Антонина Иванова тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Медицинӑра вӑл 1993 ҫултанпа тимленӗ. Юлашки икӗ ҫулта Хулари клиника центрне ертсе пынӑ.
1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗнче 2007 ҫултанпа Лидия Воропаева тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Республикӑри онкологи пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тӗп врачсӑр юлнӑ пульницӑн тилхепине тепӗр 11 уйӑхран ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Наиля Зинетуллинӑна тыттарнӑ. Ҫур ҫултан ӑна пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Татьяна Богданована тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Нумаях пулмасть иртнӗ конкурсра пульницӑри тӗп пукан Богдановӑна мар, Антонина Ивановӑна лекнӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне пӗр ҫынна илме приказ кӑларнӑ. Леш вара урӑх организацире ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулталӑкран ҫав этем Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ паллаканӗ шкулта ӗҫленӗ пек табельте паллӑ туса пынӑ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем бухгалтери хучӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, ытти документа та вӗсем тишкерӗҫ. Пӑтӑрмаха Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата коррупципе кӗрешекен пайӗ тупса палӑртнӑ.
2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ.
Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ.
Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман.
Чӑваш Енри сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесшӗн. ЧР Ӗҫлев министерствин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Наталия Егорова каланӑ тӑрӑх, халӗ кашни сусӑрпа уйрӑммӑн ӗҫлеҫҫӗ, кашнин патне ҫитеҫҫӗ, резюме ҫырма пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре 86 пин сусӑр пурӑнать. Вӗсенчен 27 пинӗшӗ — ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмре. Анчах кашни 5-мӗш ҫын ҫеҫ ӗҫлет. ЧР Ӗҫлев министерстви ку лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарасшӑн. Ҫулталӑк вӗҫнелле кашни 3-мӗш сусӑр валли ӗҫ тупасшӑн. 2020 ҫул тӗлне вара кашни 2-мӗш сусӑра ӗҫе вырнаҫтарасшӑн.
Сӑмах май, Чӑваш Ен сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе, Раҫҫейри ытти регионпа танлаштарсан, 5-мӗш вырӑнта тӑрать.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине тивӗҫтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, ун чухне эпир вӑл тивӗҫе республикӑри ачасен омбудсменне Елена Сапаркинана шаннине асӑнманччӗ. Ку йышӑну этем правине хӳтӗлекен должноҫа ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ саккуна республикӑн парламенчӗн депутачӗсем иртнӗ эрнери сессире улшӑну кӗртсе хӑварнӑччӗ.
Юрий Кручинин «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова панӑ интервьюра ӗҫрен кайма тивнӗ шухӑша уҫҫӑнах палӑртнӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, этем правине хӳтӗлемелли самай. Малашне ҫавна вӑл малтанхиллех адвокат пулса пурнӑҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |